Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Наци вулавӑшӗ

Паянхи кунсенче шӑпӑрлансене ахаль вулавӑша хӑваласа кӑларса яраймӑн. Ҫуллахи кунсенче те кӗнеке вулакансен йышӗ ӳсмест. Пӗринчен ятарласа «мӗншӗн вулавӑша кӗнекесемпе паллашма каймастӑн?» тесе ыйтрӑм. Вӑл вара мана «унта халь пӑчӑ, хӗсӗк» тесе хурав пачӗ. Наци вулавӗшӗ вара ҫак ыйтӑва хӑйне майлӑ татса парас тенӗ.

Ӗнер, ҫурлан 17-мӗшӗнче 15:00 сехетре Наци вулавӑшӗ литература картишӗ уҫрӗ. Мероприятийӗ учреждени ӗҫченӗсем, артистсем тата ахаль куракансем пухӑннӑ.

Вулавӑш лаптӑкӗ таврашӗнче ятарласа кӗнеке, журнал стендчӗсене вырнаҫтарнӑ. Картиша уҫнӑ ҫӗре пухӑннӑ ҫынсем валли юрӑсем шӑрантарнӑ, сӑвӑсемпе юптарусем вуласа панӑ.

— Литература картишне эпир ятарласа Шупашкар хула кунӗ ҫывхарнӑ вӑхӑталла уҫрӑмӑр. Мӗншӗн тесен уйрӑмах ҫак кунне ӗнтӗ эпир республикӑн культура еткерӗпе ҫыхӑнма пултаратпӑр, — палӑртать вулавӑш ӗҫченӗ Людмила Никитина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64759
 

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхи курсӗ уҫалнӑ. Ӑна чӑвашла пач пӗлмен ҫынсем валли йӗркеленӗ. Вӗренекенсем чӑвашла вулама-ҫырма хӑнӑхӗҫ, тӑван чӗлхепе пуҫламӑш пӗлӳ илӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене пирӗн халахӑн кун-ҫулӗпе тата йӑли-йӗркипе кӗскен паллаштарӗҫ. Вӗренӳ 10 ҫын пухӑнсан пуҫланмалла.

Пуҫламӑш курсра сахалтан та 10 урок пулмалла, вӗсем эрнесерен иртӗҫ. Тӳлевлӗ — пӗр урок хакӗ 100 тенкӗ.

Ыйтса пӗлтмелли инҫесас номерӗ: 62-10-70 (хушма номер 146).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i715.html
 

Наци вулавӑшӗ
Наци вулавӑшӗ

Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Чӑваш Республикинчи Писательсен Союзӗ» творчествӑлла общество организацийӗн VI сьезчӗ пулса иртнӗ.

Асӑннӑ пӗрлӗх юлашки 5 ҫул хушшинче туса ирттернӗ ӗҫсем пирки унӑн ертӳҫи — Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех ревизи комиссийӗн отчетне итленӗ.

Съездра писательсен пӗрлӗхӗн ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ ҫыравҫӑсен пысӑк ушкӑнне тӗрлӗ шайри хисеп хучӗсемпе чысланӑ. Ҫав шутра ку чыса Красноармейски районӗнчи Ордем Галипе Н. Ершов тивӗҫнӗ. Вӗсене союз правленийӗн ҫӗнӗ йышне кӗртнӗ.

Съезд чӑваш писателӗсен иртнӗ тапхӑрти ӗҫне лайӑх тесе хакланӑ. Правлени председателӗ пулма Юхма Мишшинех шаннӑ.

 

Ҫурта уҫнӑ самант
Ҫурта уҫнӑ самант

Паян, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре тата ҫак ятпа йӗркеленӗ Раҫҫейри ҫамрӑк вулавӑшҫӑсен IV форумӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Канашлӑва Раҫҫейӗн мӗнпур кӗтесӗнчен — Питӗртен пуҫласа Сахалин таран — 200 ытла вулавӑш ӗҫченӗ килнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен, Мускав тата Раҫҫей Тӗп регионӗн муфтийӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин членӗ Альберт Крганов, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн Шупашкарти Епархи Православи Тӗн училищин ректорӗ, проториерей, Шупашкарти Христос Чӗрӗлӗвӗ ячӗпе лартнӑ чиркӳ настоятелӗ Михаил Иванов хутшӑннӑ.

«Чӑваш Ен — социаллӑ пуҫарусене, инноваци проекчӗсене, ҫав шутра вулавӑш сферинче те, пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнакан тӗслӗхлӗ регион. Вулавӑшсем вара — пултарулӑха, Чӑваш Ен тата ҫӗршыв кун-ҫулне, культурине юратма вӗрентекен центрсем. Паян эпир сирӗнпе ҫӗнӗ, хальхи пурнӑҫ ыйтӑвне тивӗҫтерекен, инновациллӗ, нумай фукциллӗ культура центрне уҫатпӑр.

Малалла...

 

Хӑтлавра
Хӑтлавра

Хальхи чӑваш литературинче чӑн пурнӑҫа сӑнласа паракан, тарӑн шухӑшлӑ хайлав ҫыракан писательсем йышлах мар. Вӗсенчен пӗри — Г.Максимов ҫыравҫӑ, журналист. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Наци библиотекинче иртнӗ конференцире асӑннӑ писателӗн 2009 ҫулта тухнӑ «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» кӗнекине хакларӗҫ. Кӗнеке «Литературная Чувашия» конкурса хутшӑнать, ҫавӑнпа та конференцин тӗп тӗллевӗ ӑна вулакансем патне ҫитересси пулчӗ. Конференцие ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем те, преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн доценчӗ В.А. Абрамов доклад каларӗ. Унтан паллӑ ҫыравҫӑсем, журналистсем (Н.Максимов, А.Тарасов, М.Карягина, С.Павлов-Вескер т. ыт.те.) сӑмах илчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсен чӗлхи сӗтеклӗ те сӑнарӗсем асра юлаканнисем пулнине палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем.

Малалла...

 

Ыран, нарӑсан 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен экономикин ҫӗнетӗвӗнчи наци тӳпи» (Национальный компонент в модернизации экономики Чувашии) ятлӑ ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна йӗркелекенсем: «Аталану» тата «Сувар» фондсем, «Юристы за гражданское право» НП.

Пухура республика экономикинчи ӗҫ хальхи вӑхӑтра епле пынине сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вырӑнти (чӑваш) бизнес-пӗрлӗхӗн интересӗсене майлӑ ӗҫлемелли патшалӑх политики пирки калаҫӗҫ.

Ҫавра сӗтеле йӗркелекенсем Чӑваш Ен экономикишӗн, ун шӑпишӗн пӑшӑрханакансене пурне те хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.

Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.

 

Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ: 8-919-661-53-40, 38-73-76 (Игорь Михайлов)

 

Юрий Сементерпе Валерий Туркай
Юрий Сементерпе Валерий Туркай

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Юрий Сементер 70 ҫул тултарнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ литература каҫӗ иртрӗ.

Мероприяти тӗлне «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» курав йӗркеленӗччӗ — унта поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.

Литература каҫне Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин уҫрӗ. Вӑл сӑмах каланӑ май Михаил Игнатьев янӑ салам ҫырӑвне те вуласа пачӗ. Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Александров Хисеп хучӗпе чысларӗ.

Ҫавӑн пекех сӑмах калакансем шутӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗ Ольга Скворцова, халӑх сӑвӑҫисем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, профессиле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Павлов, тата ыттисем пулчӗҫ.

 

Сӑнсем

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, [27]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 01

1924
101
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
35
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ